Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Мӗн акнӑ, ҫав шӑтать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Сӑнарӗ паян та асра

Михаил Яковлевич Сироткин ятне асӑнсанах сӑпайлӑ та анлӑ тавра курӑмлӑ, студентсемпе нихӑҫан та сасӑ хӑпартса калаҫман ҫын сӑнарӗ тухса тӑрать. Ӑна пуҫласа 1966 ҫулхи авӑн уйӑхӗнче куртӑм. Ун чухне вӑл пире И.Я.Яковлев ячӗллӗ педагогика институтӗнче "Революцичченхи чӑваш литератури" темӑпа лекцисем вулама пуҫларӗ. Ку тапхӑрти чӑваш литературине, истори пулӑмӗсемпе документсене лайӑх пӗлнипе пирӗншӗн чи сумлӑ ҫын пулса тӑчӗ.
Студентсен кирек мӗнле ыйтӑвне те тулли хурав пама пултаратчӗ. Пӗрремӗш семестрта лекцисем вуласа пӗтерсен кашни студента курс ӗҫӗ ҫырма темӑсем парса тухрӗ. Мана чӑваш поэзийӗн классикӗн К.В. Ивановӑн "Шуйттан чури" трагедине шӗкӗлчеме тӳр килчӗ. Суймастӑп: института вӗренме кӗриччен эпӗ К.В.Ивановӑн ҫав ятлӑ хайлав пуррине те пӗлмен. Вулав залӗнче самаях чакаланма тиврӗ, каярах паллӑ профессор ку ӗҫшӗн "5" паллӑ лартса парсан хама питӗ телейлӗ туйрӑм.
М.Я. Сироткин 1908 ҫулхи чӳк уйӑхӗн 8-мӗшӗнче Хусан кӗпӗрнинчи Шупашкар уесӗн Алмикасси вулӑсне кӗрекен Анаткас ялӗнче хресчен ҫемйинче ҫуралнӑ. 1915 ҫулта вӑл ялти пуҫламӑш шкула кайнӑ, унтан вӗренсе тухсан Чиркӳллӗ Хапӑсри икӗ сыпӑклӑ шкулта ӑс пухма пуҫланӑ. Мӗнле майпа килсе лекнӗ-ха пӗчӗк Михала Хапӑс шкулне? Анаткас ҫывӑхӗнче нимӗнле шкул та пулман-ши? Хуравӗ акӑ мӗнле. Ялти ватӑсем каланӑ тӑрӑх, Хапӑс чиркӗвӗнче патша саманипе совет влаҫӗ улшӑннӑ тапхӑрта Сироткин хушаматлӑ пуп ӗҫленӗ. Турра ӗненекенсем ӑна "ватӑ пуп" тесе чӗннӗ. Истори докуменчӗсенчен ҫакӑ паллӑ: 1874 ҫулта ҫуралнӑ Гаврил Тимофеевич Сироткин пуп чӑнах та 1909-1925 ҫулсенче Хапӑс чиркӗвӗн священникӗ пулнӑ. Унӑн икӗ ывӑлӗ те священнике тухнӑ. Михаил пупӑн ҫывӑх тӑванӗ пулнӑран ӑна хӑй лайӑх пӗлекен шкула илсе килнӗ иккен.
1926 ҫулта М.Сироткин Сӗнтӗрвӑрринчи педагогика курсне вӗренме кӗнӗ те ӑна тепӗр ҫултан ӑнӑҫлӑ пӗтернӗ. Ҫамрӑк педагог ҫак районти Чӑкӑр ялӗнчи пуҫламӑш шкулта ачасене вӗрентме тытӑннӑ, кунта виҫӗ ҫул ӗҫленӗ. 1930 ҫулта, Шупашкарта педагогика институтне уҫсан, Михаил Яковлевич унӑн малтанхи студенчӗсенчен пӗри пулнӑ. Институтра наука ӗҫне хутшӑн-ма тытӑнать. 1932 ҫулта "Халӑха вӗрентес ӗҫ" журналӑн 10-11-мӗш номерӗсенче "Пичетленӗ тата алӑпа ҫырнӑ текстсене илемлӗ вулама вӗрентесси" тата "ФЗУ, колхоз ҫамрӑкӗсен шкулӗнче, пӗрремӗш степень шкулсенче литературӑпа вуламалли кӗнекесен списокӗ" ӗҫӗсене пичетлет. 1934 ҫулта "Ленин ҫулӗпе" журналӑн 6-мӗш номерӗнче "Кӗнекепе ӗҫлесси" методика кӑтартӑвӗ кӑларать. Ахальтен мар институтран вӗренсе тухнӑ чух ҫырнӑ "Константин Васильевич Иванов пултарулӑхӗ" диплом ӗҫне квалификаци комиссийӗ чи лайӑх ӗҫ тесе хак парать. Ку темӑна вӑл кайран та манмасть, 1955 ҫулта Чӑваш кӗнеке издательствинче 3 пин экземплярпа "К.В.Иванов" критикӑпа биографи очеркӗ пичетлесе кӑларать. 1934 ҫулта институтран вӗренсе тухсан ӑна Чӑваш АССР Ҫут ӗҫ комиссариачӗн пуҫламӑш тата вӑтам шкулсемпе ӗҫлекен инспектор-методистне лартаҫҫӗ. 1937-39 ҫулсенче Шупашкарти педагогика училищинче ачасене вырӑс чӗлхипе литературине вӗрентет. Кунтан Чӑваш Республикин Министрсен Канашӗ ҫумӗнчи наука тӗпчев институчӗн наука сотрудникне куҫать, директор ҫумӗнче ӗҫлет.
1933 ҫулхи нарӑс уйӑхӗн 13-мӗшӗнче партин Тӗп Комитечӗ халӑха вӗрентес ӗҫ органӗсене шкулта ачасене вӗрентме учебниксем кӑларма хушать. Ку тӗлӗшпе пирӗн республикӑра та ҫине тӑрсах ӗҫлеме тытӑнаҫҫӗ, малтанхи учебниксенче ҫитменлӗх нумаййине палӑртаҫҫӗ. Вӗсем вӗрентӳ программине те ҫирӗп пӑхӑнманни курӑнать. Ҫавна пула 1936 ҫулта шкулсенче ҫак кӗнекесемпе чӑваш литературине вӗрентме чараҫҫӗ. Ҫӗнӗ пособисем хатӗрлеме квалификациллӗ методиста тата литература специалистне М.Я. Сироткина хушаҫҫӗ. 1936-37 ҫулсенче вӑл 5-7-мӗш классем валли чӑваш литературине вӗренмелли учебниксем хатӗрлет. Комисси унӑн кӗнекисене лайӑх хак парать. Чӑваш шкулӗсенчи аслӑ классенче тӑван литературӑна вӗрентмелли учебниксем хатӗрлес тӗлӗшпе те Михаил Яковлевич ырми-канми ӗҫлет. Эпир, 1960 ҫулта вӑтам шкул пӗтернисем, 8-9-мӗш классенче тӑван литературӑна И.С. Тукташ 1954 ҫулта кӑларнӑ "Чӑваш литератури" учебникпа вӗреннӗ пулсан пирӗн хыҫҫӑнхисем вара аслӑ классенче 30 ҫула яхӑн М.Я.Сироткин кӗнекисемпе ӑс пухнӑ. Ку кӗнекесем паян та хӑйсен хакне ҫухатман. 1938-53 ҫулсенче М.Я.Сироткин вырӑс тата чӑваш шкулӗсенче вӗрентме учебниксемпе методика кӑтартӑвӗсен 10 кӗнекине пичетлесе кӑларать. Тӗпрен илсен вӗсенчен ытларахӑшӗ пуҫламӑш классем валли пулнӑ.
1941 ҫулта вӑл Чӑваш патшалӑх педагогика институтне куҫать. Вӑрҫӑн малтанхи кунӗсенчех Михаил Яковлевич фронта тухса каять. Вӑл политӗҫчен пулса Кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ, Сталинградпа Ленинград тата 3-мӗш Балтика тӑрӑхӗн фрончӗсенче ҫапӑҫать. 1946 ҫулта Шупашкара таврӑнсан педагогика институтӗнче преподавательте ӗҫлеме тытӑнать. 1948 ҫулта "Ючерки дореволюционной чувашской литературы" пысӑк наука ӗҫӗ пичетлесе кӑларать. 1950 ҫулта "Методика начального обучения русскому языку в чувашской школе" монографийӗпе диссертаци хӳтӗлесе педагогика наукисен кандидачӗн ятне илет.
1952-54 ҫулсенче вӑл Мускавра СССР Наукӑсен академийӗн тӗнче литературин институчӗн докторантуринче вӗренет. Л.И.Тимофеев профессор ертсе пынипе "Очерки истории чувашской советской литературы" тӗпчев ӗҫӗ ҫырать, 1955 ҫулта филологи наукисен докторӗн диссертацине ӑнӑҫлӑ хӳтӗлет. Наукӑра ҫанӑ тавӑрса ӗҫленӗ профессора 1957 ҫулта РСФСР Педагогика наукисен академийӗн член-корреспондентне, каярах СССР Педагогика наукисен академийӗн член-корреспондентне суйлаҫҫӗ.
1967 ҫулта Шупашкарта И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетне уҫсан вӑл унта чӑваш чӗлхипе литературин кафедрине ертсе пыма куҫрӗ, ӑста учительсемпе тӗпчевҫӗсем вӗрентсе хатӗрлес тӗлӗшпе нумай вӑй хучӗ, общество ӗҫӗнчен те пӑрӑнмарӗ. Чылай ҫул "Тӑван Атӑл" альманахӑн редколлеги членӗ пулчӗ. 1967 ҫулхи пуш уйӑхӗн 12-мӗшӗнче Канаш районӗнчи Сухайкасси суйлав округӗпе ӑна Чӑваш АССР Аслӑ Канашӗн депутатне суйларӗҫ. 1967 ҫулхи юпа уйӑхӗн 26-мӗшӗнче М.Я.Сироткин профессор ятне Чӑваш АССР Ӗҫ Мухтавӗпе Паттӑрлӑхӗн Хисеп кӗнекине кӗртнӗ. Михаил Яковлевич Хӗрлӗ Ҫӑлтӑр орденне, "Ҫапӑҫури паттӑрлӑхшӑн", "Сталинграда хутӗленӗшӗн" тата ытти медале тивӗҫ пулнӑ. Паллӑ профессорӑн 60 ҫулхи юбилейӗ педагогика институчӗн залӗнче иртрӗ. Юбиляр портретне ӳкернӗ йыхрав хучӗ мана та лекрӗ. Эпӗ ӑна паян кун та упратӑп. Саламланӑ, парнесем панӑ хыҫҫӑн унӑн кӑкӑрӗ ҫине "Хисеп Палли" орден ҫакрӗҫ.
Шел, вӑрӑмах пулмарӗ унӑн ӗмӗрӗ. Ырми-канми тӗпчевҫӗ, методист, паллӑ профессор 1970 ҫулхи раштавӑн 20-мӗшӗнче пирӗнтен уйрӑлса кайрӗ. Ӑна Богдан Хмельницкий урамӗнчи кивӗ масара пытарчӗҫ. Унтанпа нумай ҫул иртрӗ пулсан та сӑнарӗ яланах асӑмра.

Григорий Скворцов, профессорӑн вӗренӳҫи.
Вӑрнар районӗ.
«Хыпар», 25200 №, 2009, пуш, 12


 
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2009-03-12 23:42:15 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 2884 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем